Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Славные имена Земли чувашской» кӗнеке-альбом кӑларас енӗпе редакци коллегийӗ канашлӑва пухӑннӑ. Пухӑва издательствӑн гендиректорӗ Александр Иванов ертсе пынӑ.
Кӗнеке-альбома Чӑваш Енӗн Элтеперӗ кӑҫал республикӑра ирттерме йышӑннӑ Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа хатӗрлеҫҫӗ.
Канашлура кӗнеке-альбома хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ самантсене тӗпле сӳтсе явнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗртме палӑртнӑ ятлӑ-сумлӑ ҫынсен списокӗпе издательствӑн тӗп редакторӗ Валерий Алексеев паллаштарнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Еньккан «Повествование о чувашах» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
«Пирӗн халӑхӑмӑрӑн историйӗ пуян. Халӗ пире «чӑвашсем» теҫҫӗ. Ӗлӗк-авал вара пире урӑх ятсемпе (этнонимсемпе) пӗлнӗ», – тесе ҫырнӑ хыпарта.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ кӗнеке Елена Еньккан – хушса пуянлатнӑ виҫҫӗмӗш кӑларӑмӗ.
Кӗнеке рецензенчӗ – филологи наукисен докторӗ Н.И. Егоров, редакторӗ – В.Н. Алексеев, художникӗ – Е.В. Александрова.
Елена Енькка чӑвашсен историйӗпе паллаштарнӑ. Халӑхӑмӑр утса тухнӑ кун-ҫула, вӑл пурӑннӑ вырӑнсене картта ҫинче кӑтартса панӑ. Автор чӑваш чӗлхи ҫинчен те нумай ҫырса кӑтартнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче хальхи вӑхӑтри чӑваш ача-пӑча литератури ҫӗнӗ ятсемпе пӗрмаях пуянланса пынине пӗлтернӗ май нумаях пулмасть унта Ирина Трифонован «Тӑлӑх» кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен хыпарланӑ.
Ирина Трифонова — Тутарстанран. Вӑл унти чӑвашсен хаҫатӗнче 1997 ҫултанпа корреспондентра ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра «Татмедиа» холдинг йышӗнче шутланса тӑракан хаҫата юлашки ҫулсенче шӑпах вӑл, Ирина Трифонова, тӗп редактор пулса ертсе пырать.
Хӗрарӑм-ҫыравҫӑ Раман Иринкки тата Ирина Гордеева псевдонимсемпе те ҫырнӑ. 2003 ҫулта унӑн «Асра юлнӑ кунсем» кӗнеки, 2004-мӗшӗнче «Шурӑ туй кӗпи» пичетленсе тухнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Александр Пӑртта кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» ят панӑскере Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартнӑ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Хыпар ятӗнче «Артистӑн кӗнеки пичетленсе тухнӑ» терӗмӗр те, анчах сцена ӑсти хайлавсем тата пьесӑсем ҫырнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Пӑрттан ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ӗҫӗсем «Уйӑх ачи», «Пирӗн урам», «Атьӑр туслашар!» кӗнекесенче пичетленсе тухнӑ.
Унӑн драма хайлавӗсене чӑваш театрӗсем хапӑл тусах лартаҫҫӗ. «Ҫиҫӗм тивнӗ чунсем», «Турӑ пӳрмен юрату», «Килех килчӗ тур ҫырни», «Укҫа чул кастарать», «Вӑрмана юлнӑ ҫамрӑклӑх», «Качча кайиччен», «Чӑн телей юратура», «Кирек ӑҫта та пӗр хӗвел» спектакльсене курнисем ҫав ӗҫсене кам пьесисемпе лартнине аван пӗлеҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Пушкӑртстанри ҫыравҫӑн, Аркадий Русаковӑн, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Юрату каҫарма чӗнет» ятпа вулакан патне ҫитнӗ кӑларӑм тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан чӑвашӗн «тӗрлӗ ҫулсенче унӑн «Чикӗри тӗлпулу» тата «Эпир кунта хӗҫпе килмен» кӑларӑмӗсем пичетленнӗ».
Аркадий Русаков — Стерлитамакри ҫыравҫӑсен организацийӗн «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн тата Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ. Вӑл — икӗ чӗлхеллӗ автор. Чӑвашла та, вырӑсла та калӑплать.
«Унӑн произведенийӗсем тӗрлӗ хаҫат-журналта та, уйрӑм кӗнекен те тухаҫҫӗ. Ҫамрӑкрах чухне ҫыравҫа юрату, кӑмӑл-сипет, ҫутҫанталӑк темисем кӑсӑклантарнӑ пулсан халӗ истори ыйтӑвӗсемпе халӑх кун-ҫулӗ ытларах пӑшӑрхантараҫҫӗ, ҫӗнӗ калав-повесть ҫырма хистеҫҫӗ», — паллаштарнӑ ҫыравҫӑпа Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫывӑх вӑхӑтра Дмитрий Суслин ача-пӑча ҫыравҫин, фантастӑн кӗнеки пичетленсе тухӗ.
«Ку кӗнекене эпӗ тахҫантанпах кӗтнӗ. Хуплашка ҫинче манӑн хушаматлӑ кӗнеке юлашки хутчен 2011 ҫулта тухнӑччӗ. Кӗтсе илтӗм! Чӑваш кӗнеке издательстви Димкӑпа Лешка Корживковсем ҫинчен хаваслӑ калавсене типографие ячӗ. 22 калав. Кашнине тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗкпе капӑрлатнӑ. Художникӗ — Елена Енькка. Ӑна эпӗ хам суйларӑм, кӗнеке кӑларма хутшӑнма ӳкӗте кӗртрӗм», — пӗлтернӗ автор Фейсбукра.
Ҫӗнӗ кӑларӑм Ҫӗнӗ ҫул тӗлне пичетленсе тухмалла.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Раиса Воробьеван «Лера теттисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Авторӑн сӑввисене вырӑсла Людмила Симонова куҫарнӑ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лера теттисем» — Раиса Васильевнӑн пӗрремӗш кӗнеки мар.2015 ҫулта «Чарусӑр ҫерҫисем. Шумные воробушки», 2019 ҫулта «Асамлӑ вӑрманта. В волшебном лесу» сӑвӑ пуххисем пӗчӗк вулакансем патне ҫитнӗ.
Автор вулавӑшсенчи тӗлпулусене те тӑтӑш тухса ҫӳрет.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Телейсӗр мар эп» кӗнекене хӑтланӑ. Унӑн авторӗ – Елена Иванова-Фомина сӑвӑҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Елена Андреевна Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ, Ҫӗнӗ Кӗлӗмкасси ялӗнче ӳссе ҫитӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче пурӑнать. Ҫыравҫӑн 2014 тата 2017 ҫулсенче икӗ сӑвӑ пуххи кун ҫути курнӑ. «Телейсӗр мар эп» – поэтӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки. Автор хӑйӗн пултарулӑхӗпе малалла паллаштарать. Кӑларӑма 2017–2021 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем, куҫарусемпе асаилӳсем кӗнӗ».
«Эпӗ вӗреннӗ ҫын мар. Ӗмӗр тӑршшӗпе таҫта та ӗҫленӗ. Почтальон та пулнӑ, фермӑра та вӑй хунӑ. Хам пӗлнӗ пек кӑна ҫыратӑп», – тенӗ хӑйӗн пирки Елена Иванова-Фомина сӑпайлӑн.
Хӑтлава Йӗпреҫ район ентешлӗхӗн хастарӗсем тата ҫыравҫӑн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑннӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова ертсе пынӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче М.И.Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарь. Чувашско-русский словарь» икӗ томлӑ словарӗн 1-мӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Унта каланӑ тӑрӑх, «пӗрремӗш кӑларӑма чӑваш алфавитӗнчи А-Р сас паллисенчен пуҫланакан 30 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Унта информаципе коммуникаци технологийӗсенче, наука пӗлӗвӗн хальхи отраслӗсенче тата чиркӳпе тӗн лексикинче ҫеҫ тӗл пулакан сӑмахсене пуҫласа кӗртнӗ».
Словарӗн хӑйне евӗрлӗхӗ шутӗнче — сӑмахсене анлӑн ӑнлантарни, вӗсен пулӑвне ӑнлантарни тесе палӑртса хӑварнӑ. Кӑларӑма хӑш-пӗр ҫӗршыв, Раҫҫейри регион, географи объекчӗ, тӗнпе тата халаппа ҫыхӑннӑ ятсене те кӗртнӗ иккен.
Чӑваш кӗнеке издательствинче шӑпӑрлансем валли «Ку мӗскер? Угадайте, кто?» кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Кӗнекере чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн хйлавӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ — Ольга Федорова, художникӗ – Екатерина Васильева.
Кӗнекене алла илсен пӗчӗк ачасем тӗрлӗ чӗрчунпа паллашайӗҫ: кушакпа, йытӑпа, лашапа, ӗнепе, качакапа, сурӑхпа, такапа, сысна ҫурипе, автанпа, кӑрккапа, кӑвакалпа, хурпа.
Кӗнекене икӗ чӗлхепе пичетленӗ. Сӑвӑсене вырӑсла Андрей Растворцев куҫарнӑ. Кӑларӑма шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |